08.01.2018 09:42 Понедельник
Категория:
Если Вы заметили ошибку в тексте, выделите необходимый фрагмент и нажмите Ctrl Enter. Заранее благодарны!

НОВОГОДНЕЕ ШОУ

Источник: Л.МАРКИНА.

Счастливая обладательница главного приза Флюза Байманова.

Накануне Нового года в селе Шланлы Аургазинского района РБ прошёл праздничный розыгрыш. Главный приз — автомобиль.

Çĕнĕ çул уявĕ пĕчĕкки, пысăккишĕн те, ачи-пăчипе, ватти-вĕттишĕн те юратнă праçниксенчен пĕри. Пурте çитес çултан ыррине, шанчăк, юрату, телейлĕ пурнăç кĕтеççĕ. Кашнин чĕринчех вăл ăшă туйăмсем, çĕнĕлĕхсем, ĕмĕтсем пурнăçланас шанчăк парса килет. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне хут хутаçпа паракан парнесене кĕтни халĕ те асра, унтан вара нумай-нумай шыв юхса кайнă пулсан та. Унти «Дунькина радость» текен конфет, типе пуçланă мандарин пирĕншĕн темрен те хаклă пулнă!

Асамлă çĕнĕ çул каçĕ

Капăр чăрăшпа пĕрле эпир Хĕл Мучипе Юрпикене кĕтетпĕр! Вĕсем уявăн тĕп геройĕсем. Çĕнĕ çула кĕтсе илетпĕр те тепĕр çула кĕтме тытăнатпăр. Кăçалхи килекен сарă Йытă çулĕ вара Авăркас районĕнчи Шланлă, Шĕвĕрлĕ, Абдулла, Асавпуç, Семен, Наумкин тата Толбазăпа Çтерлĕ хулинче пурăнакансемшĕн чăннипе те асамлă асра юлмалли уяв пулчĕ. Мĕншĕн тесен Семен ял хутлăхĕн депутачĕ Игнатьев Виссарион Григорьевич нумай вăй хучĕ çакăншăн. Унпа çума-çуммăн ялти культура çурчĕн ертÿçи Петрова Лариса Михайловна тата Иванов Александр Людвигович предприниматель те хăй тÿпине хучĕç. Вĕсем халăхшăн çĕнĕ çул парнисен вылявне ирттерчĕç. Парнесене туянма Виссарион Григорьевич 150 пин, Александр Людвигович 10 уйăрнă. Чи чаплă парне – ВАЗ-21093 маркăллă "девятка" автомашина пулчĕ!!! Автомобиле Иванов Александр Людвигович лартнă. Ытти парнесем те хаклă, хуçалăхра кирлĕ япаласем пулчĕç: утюгсем, микроволновка, журнал сĕтелĕ, диван, электричество чейникĕсем тата нумай-нумай япаласем. Пурне те парнесем лекмерĕç паллах, кама мĕнле шăпа пÿрнĕ! Чи хаклă парнене вара кÿршĕ Семен ялĕнче ĕçлесе пурăнакан Байманова Флюза Валияновна выляса илчĕ. Вăл ял клубĕнче урай çăвакан пулса тăрăшать, упăшки машина çÿретет. Машинăллă пулнă Флюза каласа панипе халиччен вăл пĕр пус та, пĕр шăрпăк та выляса илсе курман, халĕ те Асавпуçĕнчи лавккана кĕрсен юлашки билета илнĕ, вăл вара телейлĕ пулса тухнă уншăн! Халĕ те Виссарион Григорьевичпа Александр Людвигович машина уççине парсан чылайччен шанмасăр тăчĕ хăйне çавăн пек парне тухнишĕн. Саламлатпăр Флюза Валияновна çемьине, малашнехи пурнăçра ăнăçу сунатпăр. Асăннă мероприяти çÿлти шайра иртрĕ, çын зал тулли пухăнчĕ, панулми ÿкме те вырăн çукччĕ вĕт клубра сивĕ пулсан та. Икĕ этажлă пысăк çурт пăрахăçа тухса пырать, чун ыратать çакна курса. Халăх нушине курмаççĕ çав çÿлерех ларакансем, укçа çукки çине яраççĕ те – куç хупаççĕ пысăк ялти нушасем çине: ялти сбербанк уйрăмне хупрĕç, почта уйрăмне хупасси пирки те калаçу пырать. 300 çула çитсе килекен районти пысăк чăваш ялне пĕтерес тееççĕ-ши пуçлăхсем? Виссарион Григорьевич çакăн пирки те шухăшлать, почта уйрăмĕ валли кĕтесне те тупса пама хатĕр – ĕçлетĕр кăна вăл. Клуб пирки тепĕр ыйту – унти ăшă системине хута ярасси, çутта ремонт тăвасси. Выляв пынă каçхине Хĕл Мучипе Юрпике, вырăнти шкул ачисен, хăйпултарулăх ушкăнĕ хатĕрленсе пысăк концерт кăтартрĕç! Анчах аппаратура начар пулни çынсен кăмăлĕсене хуçрĕ. Чунĕсене парса нумай çул клуб ертÿçи пулса ĕçленĕ М.Ф. Петрова, В.Е. Камалова, Л.Ф. Федорова, А.Е. Петрова, шкулта вĕренекен Анна Алексеева юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Çавăн пекех килнĕ хăнасем: «Сарпи» ушкăнĕн солистки, çак ял хĕрĕ Татьяна Петрова илемлĕ чăваш юррисене, Ĕпхурен килнĕ Лилия Ягудина тутар юррисене парнелерĕç куракансене. 21-мĕш ĕмĕрте пурăнсан та, çĕнĕлĕх технологи вăхăчĕ пулсан та проблемăсем питĕ нумай, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнмалли пирки манас марччĕ çак пурнăçра. Ял хутлăхĕн депутачĕн ĕçĕсем те ĕмĕчĕсем те питĕ пысăк. Ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрсе пыччĕр, турри сывлăхне парса пытăр, пулăшу яланах пултăр! Виссарион Григорьевичпа çывăхрах паллаштарас килет вулакансене. Шланлă ялĕн шкулне пĕтерсен ытти нумай-нумай ачасем пекех вĕреннĕ, çарта пулнă. Аякри Çепĕре кайса вырнаçнă. Çуралнă çĕр-шывăм!.. Урам вĕçĕнчи пĕчĕк вăрман, Абдулла паçулки хыçĕнчи аслă вăрман. Уя тухсан, инçетри — инçетри ялсем курăнаççĕ. Хамăр çуралса ÿснĕ вырăнтан пахи нимĕн

те пулас çук. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Хăшĕ-пĕрисен вăл- пысăк хула, теприсен- пĕчĕк кăна ял, анчах кашниех ăна хăйне майлă юратаççĕ. Чылайăшĕ ют çĕре тухса каяççĕ, анчах нихăш вырăн та хамăр çуралса ÿснĕ тăрăхран лайăхрах пулас çук. Виссарион та çуралнă кĕтесе таврăннă.

Вăл ял хутлăхĕн депутачĕ пулса тăван халăхшăн питĕ нумай ĕç пурнăçлать. Паянхи кун пирĕншĕн çул пысăк вырăнта тăрать. Шĕвĕрле каякан çула асфальт сарасси ун урлă иртрĕ, халĕ автобус пĕр чăрмавсăрах çÿрет кÿршĕ яла çанталăка пăхмасăрах. Ача-пăчана хĕллехи кунта вылямалли каток та Виссарион Григорьевич вăй хунипе ĕçлет. Урамсем хушшинчи пăр çинче паянхи кун кунĕпе ача-пăча сасси янăрать. Хоккейла та выляççĕ унта, хĕрачасем те унта чăр та чар туса тимĕр лашисемпе вĕçсе çÿреççĕ. Паянхи кун сывă пурнăç йĕркине нумай çын тĕпе хурса пурăнать. Виссарион Григорьевич вĕсенчен пĕри пулса, ял çыннисене тĕслĕх кăтартса тăрать. Абдулла паçулкки хыççĕнчи хăй илемĕпе илĕртсе тăракан вăрманта «сывлăх сукмакĕ» хывнă – йĕлтĕр йĕрĕ. Юр ÿкнĕренпе кашни кун йĕлтĕр çине тăма тăрăшать пуçаруçă. Вăл трасса çинче çулсерен «Йĕлме йĕлтĕр» ăмăрту иртет. Унта вара Авăркас тăрăхĕнчи ялсенчен кăна мар, кÿршĕ Çтерлĕ, Стерлибаш районĕсенчен те килеççĕ ăмăртма. Парнесене Виссарион Григорьевич спонсор пулса уйăрать. Вăл ăмăрту çинчен нумайăшĕ пĕлсе кашни çул чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

Паянхи кун ял çĕрĕнче чиркÿ хăпартса лартас ĕмĕтпе пурăнать депутат. Вырăнне те палăртнă, тур хушсан, хамăр тăрăшсан çуркунне ĕç пуçарса ямалла. Паллах, пĕччен тумалли ĕç мар, тахçан революциччен ларнă чиркĕве çĕнĕрен хута ярасси. Ял çыннисем те хапăл ку пуçарушăн, пулăшма та хатĕр пуçаруçа.

Виссарион Григорьевич общества ĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне харпăр укçи-тенкипе суту-илÿ йĕркелесе тăрать 1995-мĕш çултан вара. Малтанхи вăхăтра киосксем тытса, паянхи кун ООО «Игнат» предприятине ертсе пырать. 34 ял çыннине ĕçпе тивĕçтерет. Лавккасемсĕр пуçне, пекарня, пельмен цехĕ ĕçлет. Паха продукцине хуласем, кÿршĕ ялсем туянаççĕ. Халăхăн сутмалли аш-пăшне, пахчаçимĕçне те туянать, кайса çÿремелле мар çынсен, килĕсенченех турттарса каяççĕ, укçине те аллисенченех тыттарса хăвараççĕ. Халăха тивĕçлĕ товарсемпе тивĕçтерсе тăрать кăна мар, пысăк заказсене килĕсене тÿлевсĕрех леçсе парать. Хуçалăхра кирлĕ хатĕрсем, апат-çимĕç, кĕпе-тумтир тата ытти те пур лавккассенче, хакĕсем те пенсионерсене те юрăхлă. Ваттисен кунĕнче Çтерлĕ хулинчи профессионаллă «Сарпи» ансамблĕн концертне тÿлесе илсе ватăсене парне тăвать тата вăл. Таврари ялсене (Шланлă, Шĕвĕрлĕ, Абдулла, Семен) шывпа тивĕçтерсе тăрать. Ялти КХ «Шиповник» организацийĕн ертÿçи те вăлах, тупăш паманнипе никам та илме килĕшменрен ăна та хăй çине илнĕ. Нумай вăхăта асра юлĕ ку çĕнĕ çул каçĕ халăхра! Çĕнĕ çул каçĕ Хĕл Мучи те кун чухлĕ парне параяс çук, паллах! Ялсемшĕн кăçалхи çул Игнатьев Виссарион Григорьевичпа Иванов Александр Людвигович пулчĕç! Пĕтĕм халăх ячĕнчен çакăн пек уяв йĕркеленĕшĕн тав тăватпăр хаклă ентешсене! Пурнăçра сывлăх, телей, ăнăçу, тăнăçлăх сунатпăр!

Организаторы Александр Иванов, Лариса Петрова, Виссарион Игнатьев.

Добавить комментарий

Добавлять комментарии могут только зарегистрированные и авторизованные пользователи.

1238